Сочинение на тему таван ял

6 вариантов

  1. «Патaрьел районeнчи Алманчaри вaтам шкул»
    муниципаллa бюджетлa вeрентy учрежденийe
    Ecе Алманчaри вaтам шкулта
    11-мeш класра вeренекен
    Леонтьева Екатерина хатeрленe
    Ертycи: чaваш чeлхипе
    литературине вeрентекен
    Генералова Галина Петровна
    Алманчa – 2012
    Мeн -ши вaл тaван ceр-шыв?
    Аякра-ши, cывaх-ши?
    Аякра та, cывaх та,
    Каласа парам тaхта.
    (Хусанкай П.П.)
    Мeн вaл тaван ceр-шыв, тaван кeтес? Атте-анне, тaвансем, кyршeсем, ял-йыш. Вaл-тaван кил, эс cуралнa ял.  Вaл-пyрт умeнчи пысaк йaмра, пахчари йaрансем, садри улмуccисемпе чечексем. Инcе мар ларакан лавкка, пeве, ферма. Вaл-ял cумeнчи уйсем, вaрмансем, cырмасем, caл куcсем. Хамaрaн лaпкa халaхaн cепec чeлхи-калаcaвe, сaвви-юрри, вaйи-кулли, йaли-йeрки.
    Ырa чунлa кашни cыншaнах тaван кeтес хаклa. Мeншeн тесен вaл пире cуратса тeнчене кaларнa, лaпкаса ачашланa, cын тунa. Йывaрлaхсемпе чaрмавсене ceнтерме, cут тeнчепе этемлeхе юратма хaнaхтарнa.
    Cуралнa кeтесе урaхла пeчeк тaван ceр-шыв теме пулать. Вара cыннaн икe Тaван ceр-шыв пулать: пeчeкки тата пысaкки. Пeрремeшe- кун курса yснe ен пулсан, тепри вара – Раccей. Вeсем пeр-пeринпе уйрaлми cыхaннa.
    Нумай cамрaк тaван чeлхепе йaла-йaркене пeлмест, пeлесшeн те мар. Хaшe-пeри чaвашла cырма та, вулама та веренесшмн мар. Хaйсене cуратнa ашшe-амaшне атте, анне текен сахал. Пурте папа, мама теcce. Чaваш халaхeн паха енeсене – ecченлeхне, сaпайлaхне, тасалaхне cухатса пыракансем те пур.
    Тaван ceр-шыв чечеклентeр тесен халaхан паха йaла-йeркисене упраса хaвармалла, вeсене сармалла. Cавaнпа та мeн ачаран кружоксемпе секцисене, семинарсене cyремелле, хамaр тапхaрти историне cырмалла, тeпчемелле, аса илyсем пухмалла, ecлемелле. Тaван ceр-шывaн чaн-чaн патриочeсем пулса cитeнмелле. Кирек acта кайсан та атте-анне ceрне, чeлхине, йaлине, юррине манмалла мар. Тaван кeтесе килсех тaмалла, aна манмалла мар. Тaван кeтесе  малалла  чечекленме, ceнe хунавсем eрчетме пулaшмалла. Тaван ceр шыва ,атте-аннене юратмалла.
    Тавралaх ялан тирпейлe тата хитре пулнине курас килет. Шел те, вaл яланах ун пек мар: ял йeри-тавра cырмасем пысaкланса пыраcce, вaрмансене касса пeтереcce.
    Тaван кетесе илемлетесси хамaртан, пурте пeрле тaрашнинчен килет. Пирeн cурт хыceнчех cулсерен cурхи шыв  ceре cурса хaварать. Вaл ан сарaлтар тесе халaх нумай йывaз лартнa. Эпир те кашни cуркуннех cак ecе хутшaнатпaр. Унсaр пуcне йывaз вaррисем тaкaнса хaйсем шaтаcce. Пeр пилeк-ултa cул каялла унта хурaн сахалччe. Халe вара cамрaк хунавсем вaрман пек лараcce. Cуркунне вeсем cулca кaларсан картиш хыce илемленсех каять. Хaш-пeр шкулсенче ятарласа лесничество йeркелене. Унта cyрекен ачасем усaсaр сарaлса выртакан ceрсем cинче чaрaшсемпе хырсем лартса устереcce. Cав хушaрах сиенлe ecсем тaвакансем те тeл пулаcce. Вeсем ним шеллемесeр йывaз тураттисене хуcаcce, чечек-курaка татса, таптаса пeтереcce. Ачасене мeн пeчeкрен ун пек тaвасран асaрхаттармалла, cут cанталaка, тaван ceр-шыва, тaван кeтесе юратма вeрентмелле.
    Манaн пeчeк Тaван ceр шывaм, Красномайски ялe. Вaл пысaках мар, лайaх вырaнта вырнаcнa.Ял варринче пeчeк cеc кyлe пур. Ял cумeпе вaрман. Ман  тaван ялaм уйрaмах cуллахи вaхaтра илемлe. Йeри-тавра сип-симeс, пaхса илен те, кaмaл ceкленет. Епле илемлe пирeн тавралaх. Каcхине хeвел илемлeн хeрелсе анать.Тавралaх шaпланать. Ирхине вара ecчен чaваш халaх ecе тытaнать. Тyпере тaри юрлать, хeвел хeртсе пaхать, утa шaрши таврана сарaлнa. Ecлет ман юратнa ял-йыш. Малаллах талпaнать, нимeнле йывaрлaха  та парaнасшaн мар-ха. Чун савaнать ывaнми ecлекен халaх cине пaхса.
    Ытарайми манн ceр-шывaм,
    Aна саватaп эп чунтан-вартан.
    Кунта эп yснe те ceкленнe сыввaн,
    Телейeме те тупнa cакaнта.(Н.Кушм.)
    Cак йeркесене мана валли cырнa пекех туйaнать. Тaван атте-анне килeнчен тухса кайсан, aшри пeтeм туйaм cапах та килеллех туртать. Хуть acта кайсан та, тaван кил аса килетех. Яланах пурaн эсe ман пeчeк Тaван ceр-шывaм. Хальхи пурнacпа пит капмар ceкленсе кайма cук пулсен та пурaн эсe. Ан сyн cеc. Эсe пире яланах кирлe.

  2. Сочинени эпиграфe: Ялaм-ялaм, тaван ял,
    Санра мeн чул ceн вaй-хал, –
    Чун-чeререн савнaран
    Эс каймастaн асaмран.
    В. Давыдов-Анатри.
    Тaван ceр-шыв, тaван ял, тaван кил… Cак сaмахсем чунра чи хаклa, чи cепec, чи aшa, чи хаваслa туйaмсем cуратаcce. Куc умне тaван тавралaх, йaмраллa ял, атте килe тухса тaрать. Тaван кeтесрен пахи тата мeн пур-ши? Ачалaх, cамрaклaх тaван ялaмра иртет. Кунта cын cут тeнчене килет, утма вeренет, калаcма пуcлать, cут cанталaкпа паллашать, ecе явacать, aс-тaнне cивeчлетет, пурнac cулe cине тaрать. Cавaнпа та хaй cуралса yснe вырaна никам та, нихcан та асран кaлармасть.
    Ах, эсe, Юнка, ман тaван кeтес,
    Ман сaпкана сиктернe ceрeм,
    Сыв пул, сыв пул – чунпа йeрсе –
    Эп сансaр тaлaх пулaп eмeр.
    Тaван ceр-шывaм, сывa пул,
    Сыв пул, сыв пул, ачалaх кунe.
    Таcти юта кайсан та, чун
    Сире савса пeр вecсeр cунe, –
    тесе cырнa чaвашсен паллa cыравcи тата этнографe Спиридон Михайлов.
    Тaван ялтан аякка тухса каякан кашни cынах калать пулe cак сaмахсене. Кашниех чунeнче савнa ялe cинчен сaвa йeркисем cуратать, кашниех тaван ялне часрах cитсе курма eмeтленсе пурaнать.
    Ман шутпа, cыннaн чун-чeринчи чи пысaк туйaм вaл – тaванлaх туйaмe. Cак туйaм этеме хaй ceр-шывне, савнa тaван вырaнeсене, тaван халaхне юратма, хисеплеме хавхалантарса тaрать. Cак хaватлa туйaм пулмасан, cынсем пeтeм ceр пичeпех хaйсен вырaнне тупаймасaр cапкаланса cyрeччec. Халaх ытларах хaй cуралса yснe вырaнтах пурaнать. Пирeн чaваш халaхe хaй ceр-шывне юратса, ун cитeнeвeсемпе мaнаcланса, маттур ывaлe-хeрeсемпе мухтанса, ceнелсе чечекленекен ял-хулисемпе савaнса, кашни хaй вырa-нeнче тaрaшса ecлесе, ытти халaхсемпе туслашса тaнac пурнacпа eмeрне ирттерет. Ecленe чух ecлет, уявра савaнать, тaван ялне кайсах cyрет, ачаран килeштернe вырaнсенче пулса чунне уcать. Кирек acта пурaнсан та – cуралнa ялне манмасть.
    Можно так НАЧАТЬ! А остальное сами додумывайте.
    Надеюсь кому-то помогла)

  3. Ceрпy районeнчи Сaнав шкулeнче ачасене чaваш чeлхипе литература вeрентекен, РФ пeтeмeшле вeрентeвeн хисеплe ecченe Татьяна Петрова сaвa-калав хайлама кaмaллакансемпе уроксем хыccaн «Cамрaк cыравca», «Радиокорреспондент» кружоксенче занятисем ирттерет. Самана уттипе тан пырас тeллевпе хaйeн eceнче ceнe технологисемпе анлa усa курать, вeренекенсене пултарулaха аталантарма ирeклe темaсем сeнет. Татьяна Николаевна aс панa 20 ытла ача чaваш чeлхипе литература cулне суйласа илнe.
    Педагога ял ватaлса пынипе пeрлех хуcалaхсенче специалистсем cитменни, ытти cивeч ыйту та хытах шухaшлаттараcce. Cавaнпах eнтe cамрaксем cуралнa кeтесрен ан сивeнччeр тесе уроксенче те, ытти чухне те уca калаcусем йeркелет.
    Нумаях пулмасть вeренекенсем «Савнa ялaм вунa cултан…» сочинени cырчec. Паллашар-ха cамрaк авторсен хaш-пeр йeркипе.
    Вероника АНДРИАНОВА, 9-мeш класс. «Савнa ялaм – Тaван ceр-шывaн уйрaлми пeчeк кaна пайe. Чyречекасси – трасса хeрринчех, cавaнпа Ceрпy, Шупашкар хулисене cитме йывaрах мар. Ял илемлe вырaнта, юнашарах Энeш юхса иртет. Пурe 4 урам, эпe Cамрaксен ятлинче пурaнатaп.
    Малтанхи вaхaтра «Рассвет» ЯХПК чиперех ecлетчe, анчах вaл темиcе cул каялла хупaнчe. Шел, ялта ача питe сахал.
    Вунa cул иртсен вaл татах пeчeкленессeн е пeтсе ларассaн туйaнать. Апла ан пултaр тесен халaха ecпе тивecтермелле. Пурaнма cурт-йeр те кирлe.
    Яла cамрaклатасси пирeнтен те нумай килет. Социаллa программaсене пурнacламалла, cамрaк aрaвaн кaмaлне тивecтермелле, укcа-тенкeпе хавхалантармалла».
    Ирина ДИМИТРИЕВА, 7-мeш класс. «Ватaсем каланa тaрaх – халe эпир пурaнакан вырaнта eлeк вaрман пулнa. Cавaнпа хресченсем сахал ceрпе тертленнe.
    1780 cулсенче Тeнсeр ялeн вырaнне Иван ятлa cын куcса килнe, cурт лартнa. Вaл тeне кeмен. Cавaнпах яла Тeнсeр ят панa. Апла пулин те вырaнe хитре, cутa.
    Ял пысaках мар. Cынсем чунпа пуян, ecре хастар. Кашниех хaйeн cуралнa кeтесне упрасшaн. Cавaнпа та вaл вунa cул иртсен те малалла аталанасса шанатaп».
    Василий ИВАНОВ, 9-мeш класс. «Ункacум тавраллах улaх-cаран, вaрман, Ункa шывe. Вырaнe илемлe пулсан та юлашки cулсенче халaх йышe палaрмаллах чакрe. Ытларах ватaсем пурaнаcce. Тахcан шавласа cеc тaнa ялта паян шaплaх хуcаланать.
    Иртнe eмeрeн 30-мeш cулeсенче крахмал завочe ecленe. Халe вaл cук.
    Кунсерен Шупашкартан Ункacума cити автобус cyрет. Халe ялта пурaнма лайaх, хaтлaх cителeклe. Апла пулин те cамрaксем хулана cул тытаcce. Яла ватaлма парас мар тесен cитeнекен aрaва илeртме условисем туса памалла. Чи малтанах ecпе тивecтермелле. Пушa вaхaта усaллa ирттерме кану вырaнe е спорт комплексe пулсан аванччe. Вeсене, паллах, кашни ялтах тума май килмe, анчах темиcешeн пeрре пулсан тем пекехчe. Вара демографи лару-тaрaвe вунa cул иртсен те япaхланмe».
    Олеся АНАНЬЕВА, 10 «а» класс. «Эпe пурaнакан Вaрaмcутра мeн пурe те 77 кил cеc, апла пулин те пуринче те пурaнмаcce. Ялта икe лавкка, культура cурчe, фельдшер пункчe пур. Cыхaну уйрaмeпе шкула вара хупрec.
    Тaван енeм пирки япaх шухaшлас килмест. Вунa cул cеc мар, cур eмeр иртсен те унaн кун-cулe cутa пуласса шанатaп».
    Екатерина НИКОЛАЕВА, 9 «б» класс. «Манaн пeчeк ceр-шывaм Елю ятлa. Пысaк мар вaл, 56 кил cеc, виce урама пeрлештерет. Шел те, пурaнакансен йышe кунта та чакса пырать. Хeллехи вaхaтра cуртсем хупaнаcce. Cулла вара – уcaлаcce, cынсем пахча cимec лартма килеcce. Тaван кeтес сeрлекен вeллене аса илтерет. Кeрлет кaна вaл!
    Cакa савaнтарать: Юлашки вaхaтра хула cыннисем хупaнса тaракан пyртсене туянма тытaнчec. Пeрисем кивeскере лайaхлатаcce, теприсем пaсса хaйсене килeшнe пек ceнeрен тaваcce.
    Халaх туслa пурaнать, нимелле пулaшасси манacман-ха. Cынсем уявсенче пeр-пeрне саламлаcce, хaнана cyреcce.
    Тaван ялaма вунa cултан кaшт урaхларах курас килет.
    Пeрремeшeнчен, cамрaксем валли хaйсене килeшекен ec вырaнeсем кирлех. Вара вeсем тeпкeчленсе cемье cавaраccех.
    Иккeмeшeнчен, пурнac условийe хулари пекех пултaр. Тeрлe лавкка, кафе, кинотеатр уcмалла. Халaх ec хыccaн культурaллa канма пултартaр. Пeчeк ачасем ялтах – садике, аслaрах yсeмрисем шкула cyреччeр, халe вара инcене каймалла.
    Виcceмeшeнчен, урамсенче те cула асфальт сармалла. Ку чухне нумай cыннaн машина пур. Кeркунне пылчaкра водительсем епле тертленнине, урамсене caрнине пурте лайaх пeлетпeр.
    Eмeтсем пурнacлансан аванччe те, шел, eненес килмест. Влаc органeсем, муниципалитет cителeксeр ecлеcce, яланах укcа cукки cине йaвантараcce. Cавaнпах cамрaксем ялта юласшaн мар».
    Валентин ГРИГОРЬЕВ

  4. Подать заявку на платное объявление можно по ссылке:
    Разместить платное объявление в газете «Тaван Ен»
    Продаю
    19-55. Пластиковые ОКНА От производителя. Заводское качество. Весенние суперцены От 2800 руб за деревенское окно, утепленное в три стекла. Немецкая фурнитура. Тел.: 8-927-668-69-55.
    19-560. Черно-белые коровы. Тел.:8-919-664-49-98.
    19-240. Песок, гравмассу, щебень, торф. Тел.: 8-905-199-01-22.
    19-252. Кольца колодцев ж/б
    D-0,7; 1,0; 1,5.
    Бурение колодцев, канализаций и скважин.
    К/б блоки от производителя
    20х20х40; 30х20х40; 12х20х40
    Доставка.
    Тел.: 8-902-327-82-52.
    19-321. Песок. Гравмасса. Щебень. Навоз. Доставка по республике. Тел.: 8-919-665-43-50.
    11-64. Бычки (молодняк). Мясо говядины, баранины. Доставка. Тел.: 8-987-126-30-07.
    19-359. Трубы полиэтиленовые, фитинги. Все для водопровода, газопровода, дренажа, канализации, скважин, кабеляпроводов. Тел: 8(83540)2-21-00.
    19-488. Ячмень, пшеницу, овес. Доставка. Тел.:8-965-681-34-21,8-927-868-35-63.
    19-561. Красную телку, отел в феврале. Тел.:8-927-852-83-52.
    19-533. Сено тюкованное. Тел.8-919-660-31-08.
    19-439. Коза, козлята. Тел 8-927-995-50-04.
    19-205.
    Пластиковые окна REXAY от 2900 руб/кв.см
    ДВЕРИ межкомнатные металлические
    натяжные потолки ЗАМЕР ДОСТАВКА УСТАНОВКА.
    Жалюзи, гаражные ворота
    Пенсионерам скидки!
    8927-844-78-11
    ИП Прокопьев
    19-242. ГРАВМАССУ, ПЕСОК, ЩЕБЕНЬ, керамзит, ЦЕМЕНТ, М-400, М-500, кирпичный бой, асфальтную крошку. Доставка а/в Камаз и Зил. Тел. 8-927-849-76-45.
    19-466. Поросят 2000 рублей. Тел.:8-960-311-22-86, 8-960-304-52-90.
    Куплю
    19-510. Крупный рогатый скот. 8-902-327-56-06.
    19-547. Бычков, коров, вынужденный забой. Дорого. Тел. 8-937-958-29-89.
    19-547. Иконы от 50000 рублей, финифть, самовары, книги, колокольчики. Тел.:8-930-696-70-70.
    Разное
    19-175. «ТМПрофиль»
    ПРОИЗВОДИМ И ДОСТАВЛЯЕМ
    БЫСТРО, КАЧЕСТВЕННО, С ГАРАНТИЕЙ
    ПРОФНАСТИЛ ДЛЯ КРЫШ И ЗАБОРОВ
    оцинкованный и с полимерным покрытием разных цветов
    МЕТАЛЛОЧЕРЕПИЦА «МОНТЕРРЕЙ»
    Производство на новом современном оборудовании. НИЗКИЕ ЦЕНЫ.
    Изготовление по размерам Заказчика;
    — также — доборные элементы на заказ
    — трубы профильные ; — крепеж в ассортименте
    — евроштакетник для забора цветной металлический
    ЗАЯВКИ-ПО ТЕЛЕФОНУ. ОПЛАТА ПРИ ДОСТАВКЕ.
    ДОСТАВКА-1000рублей
    8-9524659723; 8-9290427904; тел/факс 8 (83174) 2-86-05
    Эл.почта — [email protected], наш сайт: profil-tm.ru
    19-261. ПРОБЛЕМЫ с ТриколорТВ ТЕЛЕКАРТА 20 ЦИФРОВЫХ каналов. УСТАНОВКА — СДЕЛАЕМ КАК НАДО. Тел.:8-927-990-46-75.

    Услуги

    19-262. Ремонт холодильников. Стаж более 20 лет.Тел. 8-927-990-46-75.
    19-66. Памятники от 2200 рублей. АО «Базальт» предлагает памятники, кресты из мраморной крошки, черного гранита, серого и белого мрамора. Столики, скамейки, ограды, венки. Скидки, рассрочка платежа. Гарантия. Доставка и установка. Бесплатное хранение. г. Чебоксары, ул. Гладкова, д. 7. 8 (8352) 56-29-68.
    19-05. УТЕПЛЕНИЕ ДОМОВ: пустотелых стен, полов, чердаков и мансард ПЕНОИЗОЛОМ И ЭКОВАТОЙ. Тел.: 8-919-669-16-66. СУПЕР СКИДКИ!!!
    19-205. ДВЕРИ межкомнатные металлические.
    Пенсионерам скидки!
    8-927-844-78-11
    Натяжные потолки ЗАМЕР ДОСТАВКА УСТАНОВКА.Жалюзи, гаражные ворота
    19-352. Натяжные потолки. Окна. Гарантия 10 лет. Пенсионерам скидки. Тел.: 8-961-346-56-76.
    Работа
    19-563. Водители с личным автомобилем от 2,5 тонн и выше для работы в сфере грузоперевозок по России. Тел.:8-902-288-60-64.
    19-445. Для работы в Московской области требуются плотники, бригада плотников. Строительство деревянных каркасных домов. Работа вахтой, жилье предоставляется. Оплата сдельная. Тел.8-999-667-64-30.
    Соболезнования
    Коллектив МБОУ „Сятра-Хочехматская СОШ“ Чебоксарского района выражает глубокое соболезнование родным и близким в связи с невосполнимой утратой -смертью Шаймановой Лидии Ильиничны, долгое время проработавшей учителем музыки, заместителем директора по воспитательной работе.
    19-569
    Администрация Лапсарского сельского поселения Чебоксарского района и Собрание депутатов Лапсарского сельского поселения Чебоксарского района выражает искреннее соболезнование Кондратьеву Константину Анатольевичу, депутату Собрания депутатов Лапсарского сельского поселения с енвосполнимой утратой—кончиной матери Кондратьевой Людмилы Федоровны.
    Глава Лапсарского сельского
    поселения Д.В. Луков
    19-575
    Поздравления
    Шемшер ялeнче пурaнакан юратнa шaллaма, пиччене Петров Валерий Апполинаровича 60 cул тултарнa ятпа саламлатпaр. Юман пек cирeп сывлaх сунатпaр, яланах хаваслa та ырa, чунупа cамрaк пул, тaван кил aшшине упраса нумай cул пурaн.
    Саламлаканeсем аппaшe, йaмaкe, тата вeсен cемьисем.
    19-550
    С днем учителя!
    Душою красивы и очень добры,
    Талантом сильны Вы и сердцем щедры,
    Все Ваши идеи, мечты о прекрасном,
    Уроки, затеи не будут напрасны!
    Вы к детям дорогу сумели найти,
    Пусть ждут Вас успехи на этом пути!
    Начальник отдела образования Никитина М.И.
    19-570
    Юратнa ывaла, мaшaра, аттене, кукаcине Ярaска ялeнче пурaнакан Вячеслав Венниаминович Дмитриева октябрь 4-мeшeнче 60 cул тултарнa ятпа aшшaн саламлатпaр. Юбилей ячeпе саламласа ырлaх-сывлaх, телей, юрату, aнacу сунатпaр. Чунпа эсe яланах cамрaк пул, кeрекy санaн яланах тулли пултaр. Ачусемпе, мaнукусемпе, тaванусемпе тата нумай cул савaнса пурaнма cирeп сывлaх пултaр. Тайма пуc сана эсe пирeнпе пурришeн. Турa сана сыхлатaр.
    Ашшeпе амaшe, мaшaрe, икe хeрeне кeрeвeсем, виce мaнукe, тaванeсем.
    19-571
    Ишек шкуленче вeренсе тухнaранпа ултa теcетке ытла cул иртрe пулин те унта вeрентекенсене ниепле те манма пултараймастaп. Хaш-пeрисене ятран ырaпа асaнатaп: Людмила Тельмована, Сергей Скворцова, Павел Матвеев-Дюмана тата ыттисене. Хальхи вeрентекенчсенчен Екатерина Григорьевана та ырлах сунатaп. Вeсем яланах унта вeреннисен ыра асaнче. Cаван пекех пeрремeш вeрентекене В.Трепневaна ырaпа асaнатпaр. Вaл пире Шуркассинче вeрентрe.
    Михаил Карпов
    19-573
    Хаклa ентешeмeрсене, Чанкассинче пурaнакан маттур пикисене Тенчери Ватa cинсен кунe ячeпe уйрaмах нумай пулмасть 90 cул тултарнa Анна Стпанована ырлaх-сывлaх, телей aнacу сунатaп. Вaл Алино тaрахeнчи ялсенчи халaха фельдшер пулса сиплерe. Пурнете aшшaн чун-черерен саламлатaп.
    Михаил Карпов
    19-574
    Хисепле те юратнa cиннaмaра Шaнкас ялeнче пурaнакан Григорьева Роза Николаевнaна 80 cул тултарнa ятпа чун-чeререн саламлатпaр! Пурнacaн тумхахeсене ceнтерсе утaмлама cирeп сывлaх, тaнacлaх, caлкуc пек тапакан вaй-хал, икселми телей, вaрaм eмeр сунатпaр.
    Ачисем, мaнукeсем, кeceн мaнукeсем cывaх тaванeсем.
    19-576

  5. «Ceр cинче ceр cул пурaнасчe», – такмакланa ваттисем. Ceрпy районeнчи Хурамал Туcа ялeнчи Перасковья Захарова кecех 95 cул тултарать. Турра шeкeр, хaйне аванах туять-ха вaл. «Атте, Захар Терентьев 70 cул пурaнчe, анне Екатерина Афанасьева утмaла cитсен вилчe. Эпe вeсенчен ирттертeм. Cакaн чухлe пурaнатaп тесе шухaшламан та»,- тет вaл халапласа ларнa май.
    Перасковья Захаровна Куславкка районeнчи Чaрaшкасси ялeнче 5 ачаллa хресчен cемйинче cуралнa. Унaн ачалaхe туслa кил-йышра иртнe. Килeштерсе, шaкaл-шaкaл пурaнакан cемьере мeн пeчeкрен ачасене ecлеме, алa ecне хaнaхтарса пынa. 6-7 cулта чухне аппaшe-пиччeшeпе пeрле ашшe-амaшне килти ecсене тума пулaшнa. Хeллехи вaрaм каcсенче caм чавнa, cип арланa, алсиш-нуски cыхнa. 10-12 cулта чухне кaмака хутма, апат пecерме, пир тeртме, кeпе ceлеме, eне сума, утa cулма, cурлапа тырa вырма тата кил таврашeнчи ытти ecе те тума пeлнe. Арcын ачасемпе танах caпата хуcма вeреннe. Пeве кeрсен тантaшeсемпе пeрле улах ларнa. Хeрсем унта тeрленe, сyс арланa, шaтaкла cыхнa. Ecлес кaмaл-туртaм яланах пысaк пулнине палaртать Пaраски кинемей.
    Перасковья Захаровнaн cамрaклaхe Тaван ceр-шывaн Аслa вaрcи вaхaтeнче иртнe. «Уйра викaпа хутaш сeлe улaмне пуcтаратпaр. Кaнтaрла тeлнелле ялтан cынсем хашкаса чупса килчec, «Вaрca тухнa!» тесе пeлтерчec. Хaрушa хыпар пурне те хaратса пaрахрe. Тyрех ecе пaрахрaмaр та канма лартaмaр. Хамaр макaратпaр. «Паян урaх ecлеместпeр, киле кайaр»,- терec. Тепeр кунне ирех арcынсене вaрcа илсе кайма пуcларec. Ялта унта-кунта салтаксен хурлaхлa юрри илтeнет. Кашни кун тенe пек cул cитнe 4-5 качча cар комиссариатне лавпа aсатаcce. Ял хуcалaхeнчи пeтeм ec хeрарaмсем cине тиенчe. Уй-хир eceсене ватa-вeтeпе пeрле тума пуcларaмaр. Колхоз лашисене те вaрcа иле-иле кайрec. Кecех вaкaр кyлме тытaнтaмaр. Вeсене ecе аран-аран хaнaхтаркаларaмaр. 1941 cулта пиччен Кирилaн та вaрcа кайма ят тухрe. Вaл танкист пулнa. Хаяр пeр cапacура чeр куccирен йывaр аманса 6 уйaх Саранск хулинче госпитальте выртнa. Кун пирки вaл пире cырупа пeлтернeччe. Сывалса cитеймесeрех пиччене вaрcа тепeр хут aсатнa иккен. Пeрле кайнисенчен Кирилл Смоленск облаceнчи Ситчев районeнче хыпарсaр cухални пирки хут килнeччe. Аппан упaшки Иван вaрcaра тыткaна лекнe пулнa. Тыткaнри пурнac пирки каласа памастчe, анчах кaшт ecсен концлагерьте хeлле чeрe кaшман cинине макaра-макaра аса илетчe. Чaрaшкассинчен хeрсем те вaрcа кайнa. Нина йывaр cын пулса таврaнчe. Вaрca йывaрлaхeсене халaхпа пeрле чaтса ирттертeмeр. 1941 cулaн раштав уйaхeнче Сeнтeрвaрри районeнчи Чaнкасси, Чeнер ялeсем патeнче шартлама сивeре окоп чаврaмaр. Киле килсен кaшт кaна кантaмaр, пире Йeпреc районeнчи Буинск тaрaхне вaрман касма илсе кайрec. Вaрca валли вутa хатeрлеме caпата сырнa нумай хeр-упраcа пухнa-мeн кунта. Хeлeпех вaрaм пaчкaпа вaрман касрaмaр. Каснa вутта машинaсем cине алa вecceн тиеттeмeр. Ир тaрса каcченех ecлеттeмeр. «Ecлемелле, фронтра салтаксене тата йывaртарах»,- тетчec. Килтен пecерсе пынa ceр улмирен /вaл килтен илсе килнe чухне сивeпе шaнатчe/ яшка янтaлаттaмaр. Малтан пeр тапхaр Йeпреcре хваттерте пурaнтaмaр, кайран барака куcарчec. Икe хутлa нар cинче cывaраттaмaр. Баракра ceр урайччe, тимeр кaмакана ceрeпех cунтараттaмaр. Вутне дежурнaй хурса ларатчe, унaн cывaрма юрамастчe. Кeрт тaрaх ашса cyренипе йeпеннe кeпе-тумтире каcхине баракра типeтеттeмeр. Cуркунне тин киле таврaнаттaмaр», – аса илет иртнe вaхaта кинемей.
    Выcaпа, сивeпе асапланнa пулсан та нaйкaшман вaл, ceнтерeве cывхартас тесе ырми-канми ecленe. Йывaр пулин те чун хавалне cухатман, мал eмeтпе пурaннa. Перасковья Захарова 1947 cулта Ceрпy районeнчи Хурамал Туcари Лукиян Никифорова качча тухнa. Вaл та вaрca асапe витeр тухнa. Лукиянaн малтанхи арaмe Анфиса 1944 cулта Кaнар вaрманне cапa касма кайсан Армас уйeнче шaнса вилнe. Икe ача тaлaха юлнa. Перасковья вeсене хaйeн «cунатти» айне илнe. Cемьене кecех тепeр виce пепке хушaннa. Cапла, пурe 5 ача пaхса yстернe мaшaр. Пысaк cемьере килeшy, cураcу, туслaх хуcаланнa. Шел, телейлe мaшaра ватлaха пeрле кeтсе илме пyрмен. Чире пула Лукиян 1959 cулта пурнacран уйрaлнa.
    Перасковья Захарова тивecлe канaва тухиччен колхоз правленийeнче тирпейлyceре ecленe. Aна «1941-1945 cулсенчи Тaван ceр-шывaн Аслa вaрcи вaхaтeнче хастар ecленeшeн», «Ec ветеранe» тата ытти медальпе чысланa. Хулара пурaнма кaмaлламасть Пaраски кинемей. «Унта чуна тaвaр. Ялта – ирeк, уca сывлaш, шыв тутлa, халaхe кaмaллa», – тет. Тунсaх ан пустaр тесе 4 чaхпа автан, кушак усрать. Вaл хeлле caм чавать, кeнчеле арлать, алсиш-нуски cыхать. Cулла cум cумлать, утa тавaрать. Перасковья Захаровна ачисене те ecе юратма, тирпейлe, сaпайлa, ырa кaмaллa пулма вeрентсе yстернe. Аслa хeрe Саня Украинaра пурaнать. Тивecлe канура пулсан та общежитире вахтерта вaй хурать. Ывaлeсем Геронтипе Геннадий учительте ecлеcce. Cулла ялта пурaнаcce, амaшне пулaшаcce. Халe Пaраски кинемейeн 10 мaнук, 9 кeceн мaнук. Ecпе пиceхнe хeрарaм – ялта чи ватти, чи хисепли. Вaл пуриншeн те ырa тeслeх. «Ятлa cынна ял савать»,- теcce. Чaнах та, Хурамал халaхe aна сума сaвать. Вaл хaй те кирек кампа та aшa, шaкaл-шaкaл, вашават. Хaйне ырa сунакансене: «Ман пекех ватaличченех пурaнaр»,- тесе пиллет.
    Геронтий НИКИФОРОВ

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *